Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +24.3 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чечек (М. Удалов, III пай)

Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.



Нар пек хӗрелчӗ хӗвел анӑҫ,
Вӑл капӑрлатрӗ пӗлӗте,
Ниҫта ним хускалмарӗ — тӑнӑҫ:
Сас-чӳленсе вӑл тем кӗтет.
Чи малтанах хурсем вӑранчӗҫ —
Какӑлтатаҫҫӗ кӳлӗре;
Ҫӗрҫи те ҫывӑрса тӑранчӗ:
Вӑл чӗвиклетрӗ хӳтӗре.
Чим! Янӑравлӑ шӑнкӑрав
Чашламана шартах вӑратрӗ,
Пурне те вырӑнтан тӑратрӗ.

Ял-йыш халь тавҫӑрчӗ: «Хурав».
Хыпар кил канӑҫне хускатрӗ —
Ҫил-тӑвӑл ҫитрӗ пек хиртен.
Паян-ыран-мӗн Питӗртен
Ҫитет Ишут. Ытла пӑтратрӗ
Хыпар Ухтерӗн кӑмӑлне.
Вӑл кунӗн-ҫӗрӗн шухӑшларӗ,
Ас илчӗ, виҫрӗ те шутларӗ —
Халех кӗтменччӗ ывӑлне.
«Ку ман шӑпа, — тет, — эп хавас;
Унтан мала тухса чупаймӑн,
Парӑнтарма меслет тупаймӑн;
Сирме ҫукки пур, мӗн тӑвас...»

Чӗри пӑшӑрханма Ухтерӗн,
Тем шутласан та, пур сӑлтав.
Хӑй ывӑлне вӑл суеҫтерӗ,
Анчах хыпар ҫӳрет ялта:
Ун арӑмӗ пӗр чирсӗр вилчӗ —
Пит иккӗленнӗ хӑш-пӗри;
Вара усрав хӗре вӑл илчӗ:
Те еркӗн пулчӗ, те чури.
Пит вӑрттӑн ҫын Ухтер. Пӗр карчӑк
Анчах ун тусӗ: те хурах,
Те ирсӗр евчӗ вал, те тарҫӑ —
Чӗри те, чунӗ те хура.

Ухтер тепле пулсан та хатӗр
Кӗтсе илмешкӗн Ишута,
Анчах шутлать: «Киле пӑлхатӗ,
Вӑл илмӗ пурнӑҫа шута,
Вӑл, ҫамрӑк ҫын, мана ӑнланмӗ —
Каҫармӗ манӑн айӑпа;
Ҫылӑхӑма пӗлсен ырламӗ...
Эп халӗ — тайӑлнӑ юла».
Иккӗленӳ — тӑрлавсӑр тӑвӑл,
Ытла та ҫавӑрать пуҫа.
Паян Ухтерӗн ик хуҫа:
Ҫӗр шухӑш та пӑтраннӑ кӑмӑл.

Ҫул иртнине вӑл шутламан;
Аскӑнлӑхпа, тен, ас хуралнӑ —
Нумайӑшӗ унта ҫухалнӑ.
Ишутшӑн та ун уҫӑлман
Чун алӑкӗ. Вун ҫул иртсен те
Ас илчӗ иртнине ларсах...
Ӑшра вӑрман пек сӗмленсен те
Ӑна вӑл пӑхрӗ кӑларса.
Сӳлетрӗ чун, такам витлет пек —
Курать вӑл паллакан сӑна.
Чун хӗсӗнет: питлет, питлет пек
Ишутӑн амӑшӗ ӑна.

Йӑхра-тӗпре пулса иртни
Юмахсенче анчах йӗрленнӗ;
Унта пит уҫҫӑн тӗрӗленнӗ
Чӑн туйӑм-шухӑш, ӑванни.
Чапа тухни асра картланнӑ,
Ӗмӗрсенче те якалман.
Ҫак таранччен унта упраннӑ
Мускав патши хаяр Иван.
Вӑл Хусана парӑнтарни
Шӑп ик ҫӗр ҫул таран иртсен те,
Ҫӗн вӑхӑт ун ятне витсен те,
Ним улшӑнман патша йӗрки.

Анчах та пурнӑҫ — шыв ҫаврашӗ;
Чакмасть ун вӑйӗ ӗмӗрне.
Сисмен ҫӗртен Хусан таврашӗ
Илтмен ят илнӗ: кӗпӗрне.
Халь воевода вырӑнне
Хушаканнийӗ — кӗпӗрнаттӑр.
Чӗркуҫленсе лар ун умне,
Кӗл ту: «Ӑна тур сывлӑх патӑр».
Кӗпӗрнере тем тӗрлӗ халӑх,
Пин тӗрлӗ сын, ҫӗр тӗрлӗ йӑх.
Кунран-кун сарӑлать патшалӑх:
Пурне те кур, пурне те пӑх.

Чее сын пулнӑ кӗпӗрнаттӑр;
Вӑл пӗлнӗ пурнӑҫӑн майне.
Ҫук, калаҫман вӑл пӑтӑр-патӑр,
Сая яман ӑс-тӑн вӑйне:
Чӑваш йӑлисене тӗкмерӗ,
Тивмерӗ пурнӑҫ сӑпатне,
Кашни йӑх пуҫлӑхне пӗрерӗн
Чӗнсе вӑл илнӗ хӑй патне.
Хыт хӑналанӑ вӗсене,
Вӑл кашнине парне тыттарнӑ,
Йӑпӑлтатса вӑл парӑнтарнӑ
Сӑпатсӑр сутӑнчӑксене.

Пит сапӑрланчӗ кӗпӗрнаттӑр,
Ухтерсене пулать шанма:
Пӗри вилме те уншӑн хатӗр,
Тепри хӑяймӗ ашкӑнма.
Пӗлет вӑл — хӑшӗ тӗрӗс тарҫӑ,
Кам шанӑҫлӑ, кам йӑпӑлти.
Анчах вӗсем кашни сыхлавҫӑ,
Кашни ун куҫӗ те хӑлхи.
Ак Ухтере те вӑл чин пачӗ —
«Ял, хатӗрлен эс пуҫ ҫапма!»
Ытла ӳсет Ухтер хӑвачӗ,
Ял-йышшӑн вӑл — вӗри ҫатма.

Пӗрре ун пулчӗ калаҫу —
Туслӑ пуплерӗ кӗпӗрнаттӑр:
«Мана пит килӗшрӗ ачу;
Ӑна телейсӗр ан хӑвартӑр
Ҫӳлти ыр Турӑ». Ҫук, пӗлмен
Сӑмахӑн витӗмне Ухтер,
Ӑна вӑл тавҫӑрса илмен:
«Те ырлӑх ку, те пысӑк терт?»
Анчах мӗн тӑвӑн, ҫитнӗ кунӗ —
Самантӑн унӑн хӑй саккунӗ:
Нихҫан та канашлу тумасть,
Нихҫан та килӗшӳ ыйтмасть.

Ах, пурӑнӑҫ! Вӑл е сӑрт, е тайлӑк —
Е хӑпаратӑн, е анан,
Пулсан пӗртен-пӗр вӑй, сӑпайлӑх, —
Хӑвах пӗлсе тар, — йӑванан.
Сӑпайлӑхран ытла ӑс кирлӗ;
Ӑс ҫук пулни вӑл чун хуппи:
Ялан ун ҫулӗ урлӑ-пирлӗ;
Ӑҫта пырать вӑл — ҫул юппи.
Ухтер ҫак чӑнлӑха пӗлмесӗр,
Паллах, самант та пурӑнман,
Ӗҫне туман пӗр тӗллемесӗр,
Ахаль тухса вӑл курӑнман.

Ҫакна вӑл пӗлнӗ: «Турӑ патӑр,
Кӑтарттӑр, — тенӗ, — хӑватне».
Тепре чӗнсессӗн кӗпӗрнаттӑр,
Часах вӗҫтерчӗ ун патне.
Ниҫта чармарӗ ҫул тумхахӗ,
Васкать: шикленчӗ юласран...
Ҫук, кӗпӗрнаттӑрӑн сӑмахӗ
Ҫак таранччен каймасть асран:
«Иртмест пӗр ҫул та пӑлханусӑр;
Пӗлетӗн, халӑх ютшӑнат.
Халь курайманлӑх чарӑнусӑр
Йӳҫ тӗтӗм евӗр явӑнать.

Пӑлхавлӑ ӗмӗтпе пурнать
Чӑваш ҫынни. Ҫак пит хӑрушӑ.
Вӑл выльӑх мар-ҫке; курӑнать,
Ӑна тытса чараймӗ пуши.
Пӗррехинче тапранӗ вирлӗ.
Тӑмасть ямасӑр шухӑша
Ҫак япала... Ӑна мӗн кирлӗ?
Хӑватлӑ, сассӑр хӗҫ-пӑшал.
Хӑрушлӑха сирсе ҫав ярӗ,
Алла илтермӗ сенӗке.
Пӗл, малашне пире вӑй парӗ
Ҫӗн хӗҫ-пӑшал — вӑл кӗнеке.

Ыран каяссине пӗлсен,
Ҫулне паян ӑсра йӗрле,
Туя каймаллине сиссен,
Малтан утне эс хатӗрле.
Ӗҫ ӑнмӗ вӑхӑчӗ иртсессӗн —
Иртни нихҫан та таврӑнмасть.
Хӑвах пӗлетӗн, ҫил пӗтсессӗн,
Сӑртри арман та ҫаврӑнмасть.
Ан пӑшӑрхан, ҫук, пулмӗ сӑтӑр.
Яр Питере эс ывӑлна.
Вӗрентӗр, пултӑр ҫын; пӗлсе тӑр:
Вӑл ырлӑх сан, ҫавна тӑнла».

Ун хыҫҫӑн иртрӗ вунӑ ҫул.
Тин таврӑнать пӗртен-пӗр ывӑл.
Тен, ҫавӑнпа ӑшра ун хӑвӑл,
Чӗри ҫинче пит йывӑр чул.
Асапланать Ухтер: «Мӗн пулӗ?» -
Пуҫра кӗрлет тӑман, тӑман...
Усал ӗҫсем тусан ҫын кулӗ
Тесе нихҫан та шутламан.
Ак, халь шутлать вал: «Пурнӑҫ пӗтрӗ.
Мӗн пулӗ ывӑлӑм пӗлсен?
Ӗмӗрлӗхе ман канӑҫ ҫӗтрӗ.
Ӑна эп тупӑп хам вилсен».

Ҫапах хатӗрлене пуҫларӗ:
Кашни кунах тӑвать ниме.
Ҫуртне вӑл юсама шутларӗ —
Халь маннӑ вӑл ӗҫме, ҫиме.
Шӑри-шарипеле кун тулчӗ:
Халь пысӑк кӳлӗ кирлӗ пулчӗ.
Шултра юмансене касса
Кӗпер тӑваҫҫӗ васкаса.
Вӑрман ҫулне вӑл тасаттарчӗ:
Юлмарӗ йывӑҫ-тунката.
Ҫурт-йӗр хыҫне пахча ларттарчӗ:
Ҫапла ҫаралчӗ сӗм ката.

Татах пӗр шухӑш пур Ухтерӗн:
Вӑл хатӗрлесшӗн-мӗн парне.
Эрне ларма-тӑма пӗлмерӗ:
Пит вӗрентесшӗн ӑйӑрне.
Кавруҫ сахал-и тар кӑларнӑ,
Сахал-и кайнӑ йӑванса,
Лачкам шыва ӳксен те ларнӑ
Сивве пӑхмасӑр вӑл шӑнса.
Ҫӑвать-и ҫумӑр е пит шӑрӑх,
Пуҫлать-и курӑкӗ ӗнме,
Чуптарнӑ ӑйӑрне ҫул тӑрӑх,
Вӗрентнӗ тӑрӑс чӗвенме.

Ӑнса пырать ӗҫ-пуҫ Ухтерӗн,
Вӑл мӗн хушать — ял-йыш тӑвать.
Анчах та юпана хӑть тӗрӗн:
Туять чӗри, чӗри — кӑвайт.
Мӗн пулчӗ-ши? Куҫне хупсан та
Курать Ишутӑн амӑшне.
Тӗп вӑрттӑн шӑтӑка тупсан та,
Кӗрсе лараймӑн-ҫке ӑшне.
Тата... усрав хӗр йывӑрланнӑ...
«Ах, хӑтӑласчӗ намӑсран;
Пӗлетӗп, ят ман вараланнӑ,
Эп халӗ тайӑлнӑ ӑсран».


Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-04-16 18:44:45 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2589 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем